Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗ

КӐР
26

Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсем шахматла ӑмӑртнӑ
 Галина Зотова | 26.01.2016 16:51 |

Спорт

Иртнӗ эрнекун Етӗрне райадминистрацинче районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртрӗ. Канашлура кулленхи ӗҫсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Стрелецки ял тӑрӑх пуҫлӑхне Александр Недопивцева ҫуралнӑ кунпа саламласа малашне те ял тӑрӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.

Канашлу хыҫҫӑн пухӑннисем «Сӑрҫум» ВХСК ирттернӗ шахмат турнирне хутшӑннӑ. Хӗрарӑм ертӳҫӗсенчен чи ӑста шахматҫӑ ята Кӑкшӑм ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Маргарита Кольцова ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вырӑнта — Пушкӑрт ял тӑрӑх ертӳҫи Светлана Яковлева, 3-мӗшӗ — Мӑн Чураш ертӳҫи Любовь Соколова. Арҫынсем хушшинче 1-мӗш вырӑнта Етӗрне район администраци ертӳҫи Владимир Кузьмин, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсенче — Хучаш ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Святослав Кузьмин тата Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Виталий Абрамов.

 

Ял пурнӑҫӗ Мӑн чурашсем пуйӑс ҫулне сӳтсе яваҫҫӗ
Мӑн чурашсем пуйӑс ҫулне сӳтсе яваҫҫӗ

Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ялӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвас ыйтупа пуху иртнӗ. Аса илтеретпӗр, «Мускав–Хусан– Екатеринбург» магистраль пирӗн республикӑри темиҫе район тӑрӑх иртмелле, ҫав шутра Етӗрне тӑрӑхӗ те пур.

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ асӑннӑ районти Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн территорийӗпе урлӑ каҫмаллине шута илсе халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Уйкас Чурашра пурӑнакансем уйрӑмах шуйханнӑ тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Магистраль ҫав ял ҫумӗпе каймалла. Ҫынсем ыйту ҫине ыйту панӑ. Ҫынсене проект хакӗ те, унта вырӑнти халӑх валли ӗҫ вырӑнӗ пулассипе пулмасси те, пуйӑс сасси канлӗхе татмасси пирки те сӑмах хускатнӑ. Ыйтусене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.Ю. Еремеев, капиталлӑ строительство пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ О.П. Иванов, вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Черлаков тата Мускавран ятарласа килнӗ йыш тӗплӗн хуравланӑ.

Унтан пухура Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн аталанӑвӗн тӗп планне улшӑну кӗртме йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Ҫакӑн ҫинчен республикӑн ачасен тӗп хӳтӗлевҫи Вячеслав Рафинов Етӗрне районӗнче вырӑнти хула тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ чух чарӑнса тӑнӑ.

Паянхи кун Етӗрне районӗнче ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнӑ ачасем 113-ӗн иккен. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшне, 71 ачана, опекунсен ҫемйине илнӗ, 25-шне — усрав ҫемьене. 27 ача — тӑлӑх, 64-шӗ ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинчех вӗсен хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ, 9-шне аслисем хӑйсен кӑмӑлӗпе опекӑна пама килӗшнӗ.

Тӗлпулура тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйту пирки самай калаҫнӑ. Тӗрӗсрех, вӑл программа епле пурнӑҫланни пирки. Виҫӗм ҫул Етӗрне районӗнче 8 ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ, пӗлтӗр — 10. Чи савӑнтараканни — ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлакансен хисепӗ чакни. Ҫакна Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов палӑртса хӑвранӑ.

Хальхи вӑхӑтра профессилле усрав ҫемьесем йӗркелес ыйту тавра та пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Калаҫнӑ май ун йышши Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗнче пуррине тавҫӑрса илнӗ. Профессилле усрав ҫемье йӗркелес шухӑшлисем ытларах чух — педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем иккен.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть